Наградӑсене хуҫисем патне ҫитерчӗҫ

Ял хуҫалӑх министерствинче "Ылтӑн кӗркунне" куравра палӑрнӑ фермерсене чысларӗҫ

Аса илтеретӗп, ҫӗршывра коронавирус инфекцийӗ алхаснӑ май, кӑҫал йӑлана кӗнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри агропромышленноҫ куравӗ онлайн мелӗпе иртнӗ. Чӑваш Ен унта кашни ҫулах хастар хутшӑнать. Кӑҫал пурӗ 21 награда ҫӗнсе илнӗ: вӑл шутра 5 ылтӑн, 7 кӗмӗл, ҫавӑн чухлех бронза медаль. Пандемие пула фермерсене ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов видеоконференци урлӑ саламларӗ. 

 


Екатерина Фомина, Игорь Ульянов