Килти хушма хуҫалӑхра ӗне усракансене патшалӑх укҫа тӳлеме пуҫланӑ

Ӑна пин те 500 ҫын тивӗҫнӗ те ӗнтӗ. Регион ертӳҫи Олег Николаев субсиди илме кӑмӑл тунисем патне пулӑшӑва икӗ эрне хушшинче ҫитерме хушнӑ.

Тӳлеве пӗр хут параҫҫӗ, ӑна тивӗҫес тесен ял тӑрӑхӗн администрацинче заявлени ҫырмалла. Пӗр ӗнешӗн 2 пин те 300 тенкӗ пӑхса хунӑ. Икӗ пуҫ тытакансен пулӑшу виҫи ытларах, кашнишӗн 3 пин те 300 тенкӗ параҫҫӗ. Виҫӗ е ытларах пуҫ пулсан - 4 пин те 300-шер тенкӗ илме пулать. 

 


Екатерина Фомина