Кăçал çурхи культурăсене республикăра 310 пин гектар акма палăртнă

Хуçалăхсем мĕнле вăрлăх усă курассине пире Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕнчи специалистсем каласа кăтартрĕç.

Акма çителĕклĕ, кирлинчен кăшт ытларах та, 50 пин тонна яхӑн вӑрлӑх хатӗрленӗ республикӑри хуҫалӑхсем.  Пахалăхĕ тивĕçтерет. Лабораторире ун тасалăхне, шăтаслăхне, нÿрлĕхне, сиенлĕ хурт-кăпшанкă пуррипе çуккине тĕрĕсленĕ. Вăрлăха кĕлете тасатмасăр кĕртсе хуни тĕрлĕ инфекцие сарăлма пулăшать.  Çакна вара фитоэкспертиза кăтартăвĕсем çирĕплетеççĕ. Ăна  Раççей ял хуçалăх центрĕнчи специалистсем ака умĕн ирттереççĕ.  

Екатерина Фомина, Виктор Степанов.