Хыт-хура пусса илнӗ лаптӑксем юлмалла мар

Республикӑра усӑ курман ҫӗрсене майӗпен пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртсе пыраҫҫӗ. Пӗр пилӗк ҫул каялла хыт-хура пусса илнӗ лаптӑксем уйрӑмах Пӑрачкавпа Улатӑр районӗсенче пысӑк пулнӑ. Халӗ лару-тӑру лайӑхланнӑ. Ҫакна Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов вӑл тӑрӑхри предприятисен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ май палӑртрӗ.

"КиПиАй Агро Сеченово" пӗрлешӳре ака вӗҫленсе пырать. Тӗш тырӑ тата пӑрҫа йышши культурӑсем кунта 7 пин те 600 ытла гектар йышӑнӗҫ. Унсӑр пуҫне кӗрхисем тепӗр 5 пин гектар ҫинче ҫитӗнеҫҫӗ. Вӗсене апатлантарса тухнӑ ӗнтӗ.  Халӗ рапс ани ҫинче ӗҫ вӗрет.  Иртнӗ пилӗк ҫулта Улатӑр районӗнче  пусӑ ҫаврӑнӑшне 8 пин те 900 гектара яхӑн усӑ курман ҫӗр пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ. Пӑрачкав районӗнче - 3 пин те 400.


Екатерина Фомина, Игорь Ульянов