Хуҫалӑхсем минераллӑ удобренисем, тӗрлӗ им-ҫам кӳрсе килме васкаҫҫӗ

Ку ӗҫ республикӑра кал-кал пырать. Ҫакна ҫӗр улми куравне ҫитнӗ ҫӗр ӗҫченӗсем те ҫирӗплетрӗҫ.

Акана тухма вӑхӑт ҫывхарнӑ май Патӑрьел районӗнчи Леонид Кузнецов хуҫалӑхӗ минераллӑ удобренисем кӳрсе килме тытӑннӑ. Апат-ҫимӗҫ фончӗпе килӗштерсе ӗҫлет вӑл. Тӑваттӑмӗш ҫул ӗнтӗ унтан кӑна туянать. Минераллӑ удобрение ҫӗр ӗҫченӗсем валли Апат-ҫимӗҫ фончӗ кашни ҫулах ҫителӗклӗ янтӑлать - ҫулталӑкне 12 пин тонна яхӑн. Хуҫалӑхсенчен нумайӑшӗ кирлӗ им-ҫама илсе хунӑ та ӗнтӗ. Сӑмах май, пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтрипе танлаштарсан виҫӗ хут ытларах удобрени туяннӑ вӗсем. Меллӗ, хакӗсем те ҫыртмаҫҫӗ, - теҫҫӗ ҫӗр ӗҫченӗсем. Укҫан тӳлейменнисем кӗркунне апат-ҫимӗҫ фондне тыр-пул, пахча-ҫимӗҫ, аш-какай параҫҫӗ. 

Владимир Тимофеев, Екатерина Фомина, Виктор Степанов