Хӗрлӗ Чутай районӗнчи "Коминтерн" хуҫалӑхра хальхи технологисене пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ

Ҫакӑ кадрсемпе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтӑва татса пама пулӑшать. 

Ҫитес вӑхӑтра "Коминтерн" хуҫалӑхра тивӗҫлӗ канӑва пилӗк механизатор кайма хатӗрленет. Ҫакӑ ертӳҫӗсене шухӑшлаттарать. Ҫивӗч ыйтӑва татса парассипе темиҫе ҫул малтан ӗҫлеме тытӑннӑ. Ҫӗнӗ технологисене пурнӑҫа кӗртме йышӑннӑ. Кӑҫал ҫеҫ 70 миллион тенкӗлӗх техника туяннӑ. Ҫирӗм миллионне республика хыснинчен саплаштарнӑ. Пӑру пӑхакансем те ҫӗнӗ техникӑшӑн хӗпӗртеҫҫӗ. Халӗ ӑна пӗтӗм йывӑр ӗҫе шаннӑ. Унччен кансӗрлӗх чылай пулнӑ. Кунта тин ҫуралнӑ пӑрусене те ҫӗнӗлле пӑхаҫҫӗ - вӗсене тӳрех картана куҫараҫҫӗ. Кашни пӑруша пластмасс ҫуртпа тивӗҫтереҫҫӗ. Ҫакӑн усси куҫкӗрет. Вӗсем сайра чирлеҫҫӗ, ҫирӗп ӳсеҫҫӗ. Шартлама сивӗре вара парусене ӑшӑ тум-тир тӑхӑнтартаҫҫӗ. 

Вероника Павлова, Димитрий Макаров