Хӗрлӗ Чутай районӗнчи "Коминтерн" хуҫалӑхра ҫӗнӗ пӑру вити хута кайрӗ

Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа пӗрле уҫрӗҫ. 

Альбина Новикова "Коминтерн" тилхепине 28-мӗш ҫул тытса пырать. Ҫак тапхӑра хуҫалӑхӑн ҫӗкленӳпе аталану вӑхӑчӗ темелле. Пуҫаруллӑ ертӳҫӗ халӑх тӑнӑҫлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫре ӳсӗм хыҫҫӑн ӳсӗм туса пынӑ. Малтанах 600 ӗне кӗрекен вите, унтан выльӑха сумалли хушма ҫурт туса лартнӑ. Хыҫҫӑнах иккӗмӗш вите хута янӑ.

Кӑҫал вара "Коминтернӑн" Тарапайри ферминче 65 миллион тенкӗлӗх ҫак пӑру витине тунӑ. Патшалӑх тӗревӗ хавхалану панине калать Альбина Новикова. Ҫӗнӗлле ӗҫленӗ май хуҫалӑхра сӑвӑм та палӑрмаллах ӳснӗ.

Влаҫпа пӗр шухӑшлӑ пулса тӗрӗспе ӗҫлени пысӑк ҫитӗнӳсем патне илсе пынине коминтернсем лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Чӑваш Ен пуҫлӑхӗ Олег Николаев та хуҫалӑх кӑтартӑвӗсемпе чӑнласах савӑннине палӑртрӗ.

Алексей Енейкин, Михаил Солин