Хӗллехи ҫанталӑк пулас тухӑҫа витӗм кӳрет

Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗнчи специалистсем кӗрхи культурӑсем юр айӗнче хӑйсене мӗнле туйнине сӑнасах тӑраҫҫӗ. Вӗсемпе ҫак кунсенче пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ Красноармейски районӗнчи уйсене ҫитрӗ.

Калча тӗмленнӗ тӗлти температура та, юр хулӑнӑшӗ, ҫӗр мӗн тарӑнӑш шӑнни те пӗлтерӗшлӗ. "Таябинка" агрофирма кӗрхи тулӑ акса хӑварнӑ 80 гектара яхӑн лаптӑкра аталанмалӑх майӗсем аван. Пулас тухӑҫ халӗ 34 см юр айӗнче. Малашне кӑшт сивӗтес пулсан та вӑй илнӗскер аптрамӗ. Юр сийӗ ҫак шайран чакни е хулӑнланни вара аванах мар. Ҫур метртан ытла хӳсе лартнӑ шур тӳшек айӗнче, сӑмахран, ӳсен тӑран вӑйсӑрланма пултарать. Куҫ виҫипе хакланипе кӑна мар, специалистсем уйран ҫӗр катрамӗ чавса кӑларса лабораторире тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫӗре хӑнӑхмалӑх 1-2 кун уҫӑрах вырӑнта лартаҫҫӗ, унтан 2 эрне шӑварса тӑрса ӳстереҫҫӗ. 

Алиса Александрова, Димитрий Макаров