Центрта хӑмлан темиҫе тӗсӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Ытларах "Подвязный" сортпа. Тухӑҫ пахалӑхлӑ пултӑр, тӗрлӗ чирпе ан аптратӑр тесен лаборатори шайӗнчех тӗрӗслевсем ирттермелле. Тӗпчевӗсем вара тапхӑррӑн-тапхӑррӑн иртеҫҫӗ. Тунан пӗр пайне микроскоп айӗнче вун-вун клеткӑна пайласа ятарлӑ ҫӗре ӳсме лартаҫҫӗ. Темиҫе уйӑхран аталаннӑ ӳсен-тӑрана пробиркӑсене вырнаҫтарса ӗрчетеҫҫӗ. Куршаксене куҫарсан тата вӑй илме вӑхӑт параҫҫӗ те уя илсе тухаҫҫӗ. Лабораторире ҫавӑн пекех культурӑри 14 тӗрлӗ вируспа бактери чирне палӑртма пултараҫҫӗ. Компетенци центрне хӑмлапа ӗҫлемелли хӑватлӑ техникӑпа туллин тивӗҫтернӗ. Тӗпчев лаптӑкӗсенче коллекци питомникӗ, сортсене сыхласа хӑвармалли лаптӑк пур. Пӗлтӗр, сӑмахран, вӑхӑт иртнӗҫемӗн Росреестра кӗртмелли 150 гибрид сорчӗ лартнӑ. Хальхи вӑхӑтра плантацисенче ҫурхи ӗҫсем пыраҫҫӗ.
Хӑмла пахчине ҫулран-ҫул ҫӗнӗ техника кӗни ӗҫе самай ҫӑмӑллатать. Компетенци центрне нумай пулмасть кӳрсе килнӗ тепӗр трактор йӑран тӑрӑх пырса ытлашши хунавсемпе ҫӗр ҫийӗн тухнӑ тымарсене касать. Кашни ҫул ҫӳлелле талпӑнакан тымарсене тикӗслесех тӑмалла. Алӑпа ӗҫлес пулсан вӑхӑчӗ те, ӗҫлекен ҫыннисем те чылай кирлӗ. Каплах техника кунне 2 гектара тирпейлесе тухать. Тепӗр лаптӑкра та халиччен усӑ курман техникӑна ӗҫре тӗрӗслеҫҫӗ.
Техника харӑсах 3 йӑрана тымар хурса хупласа пырать. Ӑслӑ машин-трактор ӗҫе майӗпен хӑй ҫине илсе пырсан та алӑ вӗҫҫӗн тумалли те ҫителӗклӗ. Хуҫалӑхсене ӑсатмалли тымарсене пухса тирпейлеме, сӑмахран, ҫаплипех ӗҫлекенсене явӑҫтараҫҫӗ.
Алиса Александрова, Вадим Владимиров, Игорь Ульянов