Ӗҫлес текенсене "Агростартап" проект пулӑшать

Пирӗн республикӑра 2-мӗш ҫул пурнӑҫланать вӑл.

Пӗлтӗр 24 фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи асӑннӑ программӑпа грант илнӗ. Кӑҫал ӑна 11 ҫын тивӗҫнӗ. Чи ӑнӑҫлӑ бизнес-план тӑратнисенчен 90 проценчӗ пахча-ҫимӗҫ тата тыр-пул туса илессипе ӗҫлесшӗн. Программӑпа усӑ курма услам ӗҫне кӳлӗнес тӗллевлӗ, анчах хальлӗхе налук органӗсенче хресчен фермер хуҫалӑхӗ пек регистрациленменнисем е кӑҫал регистраци тухнисем пултараҫҫӗ. Конкурс комиссийӗ кашнин проектне тӗплӗн тишкерсе хак панӑ. 

 


 Алиса Александрова, Михаил Солин