Паянхи кун тӗлне 150-а яхӑн специалист кирлӗ. Ака-суха пуҫлансан вара 700 ытла ҫынна ӗҫе илме хатӗр хуҫалӑхсем.
Елена Прохорова «Новочебоксарский» теплицӑра хӑяр туса илекен уйрӑм бригадирӗ. Унӑн ӗҫ кунӗ ирхи 8-та пуҫланать. "Кун иртни сисӗнмест те", - тет вӑл. Алексей Захватов тӗп директор каланӑ тӑрӑх, предприятире ӗҫ майӗсене кирлӗ пек йӗркеленӗ, шалу тӗлӗшӗнчен те кӳрентермеҫҫӗ. Пахча-ҫимӗҫ ӳстерекенсене ятарласа тара тытнӑ автобуссемпе Ҫӗнӗ Шупашкартан, Шупашкартан, Сӗнтӗрвӑрринчен тата таврари ялсенчен турттараҫҫӗ. Паян предприятире 500-е яхӑн ҫын ӗҫлет, анчах ку ҫителӗксӗр. Теплица комплексне ӳсен-тӑрана пӑхма, тухӑҫа пуҫтарса илме тепӗр 50 ҫын кирлӗ.
Алиса Александрова, Виктор Степанов