"Чувашское" пӗрлешӳре ӑратлӑ вӑкӑрсен куравӗ иртрӗ

Мӑйракаллӑ шултра выльӑх ӗрчетекен хуҫалӑхсем валли ҫак ӗҫ-пуҫа ҫулсерен йӗркелеҫҫӗ.

Тирпейлӗ витере тап-таса вӑкӑрсем тӑраҫҫӗ. Вӗсене хаклама пӗрлешӗве тӗрлӗ районтан специалистсем пухӑннӑ. Сӑмах май, кунта выльӑха кӑкармаҫҫӗ. Ялан хусканура пулни вӗсен кӗлеткине ҫирӗплетет. Пухӑннисене хальхинче Голштински ӑратлӑ 8 тата Айрширски 2 вӑкӑра кӑтартрӗҫ. Пурте лайӑх генетикӑпа уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Вӑрлӑхпа хальхи йышши лабораторире ӗҫлеҫҫӗ. Ӑрат мӗнле пуласси вӑкӑртан килнине ҫирӗплетеҫҫӗ специалистсем. Ҫавӑнпа ӗнесене лайӑх йӑхпа искусствӑллӑ майпа пӗтӗлентермелле. "Чувашское" пӗрлешӳ хамӑр республикӑри, Мари, Чулхула тата Чӗмпӗр тӑрӑхӗсенчи хуҫалӑхсене вӑрлӑхпа тивӗҫтерет.

 

Алена Артемкина, Вероника Павлова, Вадим Владимиров