Чӑваш Енри ҫӗр ӗҫченӗсем вырмана тата пахча-ҫимӗҫ пуҫтарма тухнӑ

Кӑҫал та чи малтан пӑрҫа Елчӗк районӗнче пулса ҫитнӗ. Красноармейски тӑрӑхӗнчи фермерсен вара хӗрӳ ӗҫ кунӗ купӑста анинче иртет. 

Елчӗк тӑрӑхӗнчи Ленин ячӗллӗ ял хуҫалӑх предприятийӗнче "Ульяновец" сортлӑ пӑрҫана 60 гектар ҫинче акса ӳстернӗ. Вӑрлӑха ака уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫӗре хывнӑ. Пурӗ ку хуҫалӑхра тыр-пул пин гектар лаптӑк йышӑнать. Вырмана 3 комбайнпа жатка тухнӑ. Ҫав хушӑрах кӗрхисене акма ҫӗр хатӗрлеҫҫӗ. Паянхи кун тӗлне 250 гектар ҫӗртме тунӑ. Елчӗк районӗнче кӑҫал пӗрчӗллӗ культурӑсене 23 пин те 626 гектартан пухса илмелле. Вырмана 80 комбайнпа 12 жатка кӑларма палӑртнӑ.

Красноармейски тӑрӑхӗнчи Шумилов фермер хуҫалӑхӗнче вара пахча-ҫимӗҫ пулса ҫитнӗ. Ҫемье иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенчех купӑстапа ӗҫленӗ. Ҫулран-ҫул аталанса пырса фермер хуҫалӑхӗ йӗркеленӗ. Ӗҫ лаптӑкне те ӳстерсех пынӑ. 

Алиса Александрова, Димитрий Макаров