Чӑваш Енре вырма пуҫланнӑ

Уй-хир ӗҫӗпе паллашса Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Елчӗк тӑрӑхне ҫитсе килчӗ.

Районта яланхи пекех ял хуҫалӑх ҫӗрӗсемпе тухӑҫлӑ усӑ кураҫҫӗ. Хыт-хура кашлакан лаптӑксем кунта ҫук. Ҫуракинчен пуҫласах ӗҫ кӑтартӑвӗпе малта пыракан хуҫалӑхсем 39 пине яхӑн гектар ҫинче тыр-пулпа ытти пахча ҫимӗҫ ӳстереҫҫӗ. Халӗ кунти 8 хуҫалӑхра вырмана тухнӑ. Тваттӑшӗнче тырра ҫапма пуҫланӑ. Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене пӗтӗмпе 23 пин гектар ҫинчен пухса кӗртмелле. Харӑсах ытти ӗҫ те кал-кал пырать. 

Алексей Енейкин, Алиса Александрова, Михаил Солин