Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи хуҫалӑх кӗрхи культурӑсене апатлантарма тухнӑ

Ҫурхи кун хире чӗнет. Республикӑри ҫӗр ӗҫченӗсем яваплӑ тапхӑра хатӗрленсе вӑрлӑх тасатаҫҫӗ, топливо кӳрсе килеҫҫӗ, техникӑна тӗрӗслеҫҫӗ. Юр кайса пынӑ ҫемӗн кӗрхи культурӑсене те апатлантармалла. Республикӑра вӗсене 80 пин гектар акса хӑварнӑ. 

Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи "ВДС" пӗрлешӳ кӑҫал пуринчен малтан хире тухрӗ.

— Пӗрремӗш куннех аммиак селитрине 200 гектар лаптӑк ҫинче хыврӑмӑр, ӗҫ малалла пырать. Кӗрхи культурӑсем пирӗн 2 пин те 600 гектар. Уя удобрени сапакан икӗ машин тухнӑ. Ҫанталӑк парсан пуш уйӑхӗ вӗҫӗччен кӗрхисене апатлантарас ӗҫе вӗҫлетпӗр тесе шутлатӑп, - каласа пачӗ агронома пулӑшакан Павел Ятрушев.

 

Алиса Александрова