Ҫӗр улми форумне хутшӑнакан пӗрлешӳсем патшалӑх кӳрекен ҫӑмӑллӑхлӑ программӑсемпе хастар ӗҫлеҫҫӗ

Ҫавна пулах республикӑра ҫӗнӗ техника туянакансен йышӗ темиҫе хут ӳснӗ. "Агротехкомплект" - ял хуҫалӑх техникипе тивӗҫтерекен Чӑваш Енри чи пысӑк предприятисенчен пӗри. Вӑл 20 ҫула яхӑн ӗҫлет.

Тӗрлӗ трактор-машина кӳршӗ регионсене те ӑсатаҫҫӗ. Куравра ял ӗҫченӗсем пӗрлешӳн ҫӗнӗ йышши хӑватлӑ техникипе паллашрӗҫ. Ял хуҫалӑх культурисене хӳтӗлемелли тата им-ҫам сапмалли хатӗрсене туянакан уйрӑмах йышлӑ. Хӑватлӑ техника - тухӑҫлӑ ӗҫ, тенине аграрисем лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та энерги перекетлекен машин-трактор туянма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫӗр ӗҫченӗсене патшалӑх та пысӑк тӗрев парать. Ҫапла, машин-трактор туяннӑ тӑкаксен 40 процентне саплаштараҫҫӗ. Яваплӑ министерствӑран пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫул техника паркне ҫӗнетекенсен шучӗ 4 хут ӳснӗ. 

Елена Дмитриева, Михаил Солин