36 тӑваткал метрлӑ пӳлӗмри агролабораторине кӗрсенех ӳсен-тӑран тӗнчине лекетӗн. Кунта вӗсене ҫитӗнтерме, пӑхма, сӑнама пӗтӗм май пур. Вӑл шутра микроскопсем, вӑрӑсем, лартмалли, шӑвармалли хатӗрсем тата ытти те. Ачасем хӑнасене тин шӑтса тухнӑ калча усӑллӑхӗ пирки каласа кӑтартрӗҫ, хӑйсен аллипе лартса ӳстернине ас тивтерсе кӑтартрӗҫ. Ҫевока мӗнле ҫитӗнтернипе, ӑна мӗнле туса илнипе, сухан ӑҫта лайӑхрах ӳснипе, каснӑ улмаран, чӑмӑрринчен тата улма хуппинчен ҫитӗнтерекен ҫӗр улми мӗнле аталаннипе паллаштарчӗҫ. Ачасем хавхаланса, кӑсӑкланса калаҫрӗҫ, хӑйсем мӗн пӗлнипе аслисене тӗлӗнтерчӗҫ.
Аграрисене ялсенчи 160 ача сатне шанса панӑ. Ку проекта республикӑри пур тӑрӑхра та пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Патӑрьелти "Юмах" сатикри агролабораторине "Корма", "Лук-Агро" тата "Батыръ" хуҫалӑхсем пулӑшнипе уҫнӑ.
Сатике 300-е яхӑн ача ҫӳрет. Агролабораторин ӗҫӗ-хӗлӗпе вӗсем пурте паллашӗҫ. Кунта пахча-ҫимӗҫпе ӳсен-тӑран ҫитӗнтернисӗр пуҫне тӗрлӗ эксперимент та тӑвӗҫ. Малашне шӑпӑрлансем ял хуҫалӑх предприятийӗсене экскурсипе тухса ҫӳрӗҫ. Ҫакӑ вӗсене тата ытларах аталанма, тавра-курӑмне ӳстерме пулӑшӗ.
Кӑҫалхи ҫул вӗҫлениччен Патӑрьел тӑрӑхӗнче тепӗр 3 агролаборатори уҫма палӑртаҫҫӗ. Вӗсем Патӑрьелти, Шӑнкӑртамри тата Тӗрӗньелти сатиксенче пулӗҫ.
Оксана Верликова, Виктор Степанов