Ҫӑмӑлах мар пулин те малаллах утаҫҫӗ

Ял хуҫалӑхӗнче инвестици проекчӗсене ӗҫе кӗртессипе Патӑрьел районӗ хастар ӗҫлет. Нумай пулмасть Анат Чакӑ ялӗнчи Наталья Елисеева фермер 100 пуҫ валли ҫӗнӗ вите хута янӑ. 

Инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе республикӑри хуҫалӑхсем епле ӗҫлесе пыраҫҫӗ? Мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ? Кун пирки тӗплӗнрех Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов каласа кӑтартать.