Çĕрпÿ районĕнче пурăнакан маçтăрсем çăмран атă-пушмак, тум-тир ăсталаççĕ

Ĕçрен хăраман ăста пулнă, теççĕ. Çакна 3 çул каялла çурçĕртен Çĕрпÿ районне куçса килнĕ Владимировсен çемйи те çирĕплетет. Тум-тир, атă-пушмак хатĕрлекенсене хамăр республикăра тата унăн тулашĕнче кăна мар, чикĕ леш енче те пĕлеççĕ.

Леонид Петров, Никита Углев  

Владимировсем Мурманск облаçĕнчен куçса килнĕ. Чăваш Енре çуралса ÿснĕ Михаил флотра çар тивĕçне пурнăçланă. Тивĕçлĕ канăва тухсан çемйипе тăван тăрăха таврăнма шут тытнă. Вăрманкас Кĕçтемĕр ялĕнче çурт туянса тĕпленнĕ. Пĕр вăхăт выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе пăхнă, анчах та ку ĕç ăнман.  Михаилăн мăшăрĕ Оксана, ÿнер шкулĕнче вĕреннĕскер, пушă вăхăтра çăмран тапăчки ăсталама тытăннă. Пĕрне интернетра кăтартнă хыççăн, çемьен пурнăçĕ йăлтах улшăннă. Пĕрремĕш пушмакăн хуçи Мускавра тупăннă.

Каярах саккассем тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчен килме пуçланă. Владимировсем тапăчкисĕр пуçне, çăмат, çĕлĕк, перчетке, пальто ăсталаççĕ. Вĕсене Мускав, Хусан хулисенче, Итали, Франци, Швеци, Германи çĕршывĕсенче пурăнакансеме ярса пама ыйтаççĕ. Тум-тир валли материала маçтăрсем хамăр тăрăхран çеç мар, Европăран та çырăнса илеççĕ. 

Эрешленĕ пĕр мăшăр çăматă хатĕрлеме вăтамран 7 – 8 кун тухса каять, тет Оксана. Чи кăсăкли, япаласем пĕтĕмпех çăмран.  Сăмахран, пальто пачах пĕр çĕвĕсĕр. Хĕрарăма çăмăл мар ĕçре мăшăрĕ тата Иванпа Александр ывăлĕсем пулăшса пыраççĕ. Арçынсен тĕп тивĕçĕ - çăм йăваласси.

Ку çуртра ăстасем пурăнни тÿрех курăнать: стенасем çинче картинăсем, ытти илемлĕ япаласем. Оксана тăтăшах мастер-классем ирттерет. Çăматă йăвалама вăл ялти 3 çынна хăнăхтарнă. Маçтăрсем тата та ытларах пулĕччĕç, анчах та чылайăшне чăтăмлăх çитмест, тет ĕçчен хĕрарăм.