Чăваш Енре «Халăх инвентаризацийĕ» акци малалла пырать. Ăна 2014 - мĕш çултанпа ирттереççĕ. Малтан усăсăр выртакан çĕрсене шута илнĕ пулсан, халĕ хуçасăр çуртсене те тимлĕх уйăраççĕ. Çакăн пек объектсене тупса палăртассипе Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствинчи специалистсемпе пĕрле пирĕн пултарулăх ушканĕ рейда тухрĕ.
Елена Дмитриева, Екатерина Янгалакова
Çĕрпӳ районĕнчи Тапанар çывăхĕнчи туса пĕтермен çак çурт 10 çул ытла пушă ларать. Район администрацийĕнче ĕçлекенсем халĕ те унăн хуçине тупаймаççĕ. Çумра вырнаçнă тепĕр çурт та юхăннă. Унта иртен-çӳренсем ăпăр-тапăр тултарса хунă. Раççей реестрĕнче çак объектсем шутланса тăмаççĕ. Вĕсен хуçисем тупăнмасан, çуртсене сут урлă район харпăрлăхне куçарма, унтан сутса яма пултараççĕ.
Вăрмар районне кĕнĕ çĕртре те туса пĕтермен пысăк пÿрт юхăнса ларать: кантăксемпе алăксем те çук, шалта çил хуçаланать. Çакăн пек ÿкерчĕке ытти район-хулара та курма пулать.
Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Роза Лебедева пĕлтернĕ тăрăх, республикăра хуçасăр 1110 объект шута илнĕ, вĕсенчен 86 проценчĕн шăпине татса панă. Çапла майпа вырăнти хыснана 120 миллион тенкĕ тупăш тунă. Специалистсем культура объекчĕсене те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Куславккари Жомини барон çурчĕ хула харпăрлăхĕнче. Аваллăх палăкĕ нумай вăхăт ĕнтĕ пушă ларать. Куславккасем ăна пăхсах тăраççĕ, темиçе çул каялла çурта тул енчен çĕнетнĕ. Ăна тĕпрен юсама вара 20 миллион тенкĕ кирлĕ. Хула администрацийĕн ун чухлĕ укçа çук, çавăнпа та куславккасем инвестор тупăнасса шанаççĕ.
Çакăн пек рейдсене специалистсем малашне те ирттерĕç.