Мухтавлӑ ывӑл-хӗрӗпе чапа тухнӑ ял хӑйӗн вӗрентекенӗсемпе тата вӗренекенӗсемпе чӑннипех мӑнаҫланма тивӗҫ.
Марина Карягина, Михаил Солин
Раҫҫейре ҫав вӑхӑтра уделсен ялти пуҫламӑш училищийӗсем сахал пулнӑ-ха: 1841-мӗш ҫулта, сӑмахран, ҫӗршывӗпе вӗсем пурӗ те 141 шутланнӑ. 1839-мӗш ҫулта Турханта уҫнӑ арҫын ачасен училищи - Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи чи пӗрремӗш пӗлӳ ҫурчӗсенчен пӗри. Ун чухнехи вӗренекенсем паянхисем пекех ҫак вырӑна тухса сумлӑ хӑнасене кӗте-кӗте илнӗ пуль: Ленин ашшӗпе Иван Яковлевич Яковлев училищӗре темиҫе хут та пулса курнӑ.
Турхан шкулӗн чи пысӑк мӑнаҫлӑхӗ - чӑвашсен пӗрремӗш профессиллӗ художникӗ, Репин вӗренекенӗ Алексей Кокель. Шупашкартан килнӗ пысӑк хӑнасем чи малтан унӑн музейӗ ҫине ҫакнӑ асӑну хӑми умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ, шала кӗрсе Алексей Афанасьевичӑн пултарулӑхӗпе, вӑл кулленхи пурнӑҫра усӑ курнӑ япаласемпе кӑсӑкланчӗҫ. Музей ҫулсерен пуянлансах пырать.
Алексей Кокель тӑванӗсем унӑн еткерлӗхне типтерлӗн упраҫҫӗ. Вӗсем хушшинче - художникӑн Иван пиччӗшӗн мӑнукӗ Виталий Петрович Сергеев. Вӑл 90 ҫулта пырать, Турхан шкулӗнчен вӗренсе тухнисенчен кунта чи асли, педагогика институтне хӗрлӗ дипломпа пӗтернӗ хыҫҫӑн 49 ҫула яхӑн ачасене пӗлӳ панӑ.
Уявра педагогика ӗҫӗн ветеранӗсене, паянхи вӗрентекенсене Хисеп хучӗсемпе, Тав ҫырӑвӗсемпе чысларӗҫ. 90 урлӑ каҫнӑ Лидия Васильевна Гусева ҫак шкулта 39 ҫул нимӗҫ чӗлхи вӗрентнӗ. Турхан шкулӗ районта кӑна мар, республикӑра та яланах ырӑ ятлӑ пулнӑ. 1964-мӗш ҫулта Совет Союзӗнче чи малтисен йышне тухма пултарнӑ, кунта вӗренекен чи хастар ачасем "Артек", "Орлёнок" лагерьсенче канма тивӗҫ пулнӑ. Ҫак шкултан 6 наука докторӗ, профессор тухнӑ. Петр Остроумов ӑсчах, сӑмахран, Америкӑра ядерлӑ физикӑн пысӑк институтне ертсе пырать-мӗн.
Кӑҫал шкула 11 ялтан 165 ача ҫӳрет. Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑсен вырӑнти тата республикӑри тапхӑрӗнче ҫӗнтерекенсем йышлӑ. Кӑҫал пиллӗкӗн медальпе вӗренсе тухнӑ, пӗрлехи патшалӑх экзаменӗсенче те пысӑк паллӑ илеҫҫӗ. Пӗтӗм "пиллӗкпе" вӗренекенсемех ытти ҫӗрте те хастар.
Икӗ ӗмӗр чиккинче, ҫӗршывшӑн питӗ кӑткӑс тапхӑрта шкул пуҫлӑхӗнче Валентин Сергеев ӗҫленӗ. Пӗлӳ ҫуртӗнче вӑл 45 ҫул тӑрӑшать, районти ача-пӑча ӳнер шкулӗн филиалне ертсе пырать. Унӑн вӗренекенӗсем хушшинче Кокель ҫулне суйласа илекенсем те пур. Кунтах ӳснӗ Владимир Васильев культурологи докторӗ ертсе пынипе ҫулсерен Турханта иртекен халӑхсем хушшинчи пленэра та хутшӑнаҫҫӗ унӑн ачисем.
Ҫурт ҫирӗплӗхӗ - никӗсрен, шкулӑн чысӗ унтан вӗренсе тухнисем малтанхисен умӗнчи яваплӑха туйса пурӑннинчен килет. Ҫак туйӑм ӑруран-ӑрӑва куҫса пырсан Турхан шкулӗнчен малашне те чӑваш халӑхӗн, республикӑн, ҫӗршывӑн ятне ҫӗклекенсем тухасса шанас килет.