Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗнӗ Выҫли шкулӗнче йӗркеленӗ ӗне вити санитари йӗркисене пӑсать

Пирӗн сюжет хыҫҫӑн вырӑнти прокуратура тӗрӗслев пуҫарнӑ.

Унчченхи вӗренӳ пӳлӗмӗсенче 11 пӑрупа ӗне усранине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех ферма пурӑнмалли ҫуртсемпе юнашар вырнаҫнӑ. Ҫапла майпа вите тавра 50 метртан кая мар пулмалли санитарипе-хӳтӗлев зонине ҫирӗплетмен, унтан та ытларах ҫак лаптӑка саккунпа килӗшӳллӗн йӗркелемен, Роспотребнадзора хыпарламан. Ҫавна май фермер тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. 

Ирина Николаева