Вӑрнар тӑрӑхӗнчи газ пӑрӑхӗ сирпӗннӗ вырӑнта юсав вӗҫленнӗ

Иртнӗ ҫул раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче кунта вӑйлӑ пушар пулнӑ. Ҫак пӑтӑрмах тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. 

Ҫулӑм сехет ытла алхаснӑ. Сывлӑш вӗриленнерӗн ҫывӑхра пурӑнакансем самай шикленнӗ. Пушар Шӑхальпе Нурӑс хушшинче пулнӑ. "Уренгой-Помары-Ужгород" магистральпе Ҫӗпӗртен Европӑна "кӑвак ҫулӑм" ӑсатаҫҫӗ. Газ сирпӗниччен унта юсав пынӑ. Ҫулӑмра 3 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ тата тепри аманнӑ. Пӑрӑх сирпӗннӗ тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Республика Пуҫлӑхӗ шантарнӑ тӑрӑх, инкекре шар курнӑ ҫемьесене пулӑшу кӳрӗҫ. Хальлӗхе пӗр фермер ку ыйтупа ҫитнӗ.

Диана Иванова, Екатерина Янгалакова