Хӑрушӑ пушар ӗнер кӑнтӑрла иртсен Шӑхальпе Нурӑс хушшинче алхаснӑ. "Уренгой-Помары-Ужгород" ҫӗр айӗнчи газ пӑрӑхӗ сирпӗннӗ. Ҫак магистральпе Ҫӗпӗртен Европӑна кӑвак ҫулӑм ӑсатаҫҫӗ, ӑна транзит валли усӑ кураҫҫӗ. Чӑваш Ен унтан газ илсе тӑман, палӑртаҫҫӗ республика правительствинче. Газ сирпӗниччен унта юсав пынӑ. Ҫулӑм сехет ытла алхаснӑ. Сывлӑш вӗриленнӗрен ҫывӑхра пурӑнакансем самай шикленнӗ.
Вырӑна пур оперативлӑ служба ҫитсе ҫулӑма лӑплантарнӑ. Следовательсем инкек сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ, специалистсем пӑрӑха епле сапламаллине палӑртаҫҫӗ. "Газпром" пӗрлешӳре пушара герметизаци япӑхланнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Следстви комитечӗ уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ - промышленноҫри хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсене пӑхӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ. Инкекре вилнисен ҫемйисене пулӑшу кӳме шантараҫҫӗ.
Ирина Николаева, Леонид Петров, Оксана Верликова