Пилӗк ҫулти Полина Морозова эрне ӗнтӗ больницӑра выртать. Тухтӑрсем ӑна тӑма хушман. Атӑл леш енче тӑвайккинчен тюбингпа ярӑнса аннӑ хыҫҫӑн хӗрача ҫурӑм шӑммин сыпписене хуҫнӑ. Вӑрах сипленме тивӗ унӑн, пӗр уйӑх вырӑн ҫинче, унтан гипспа е корсетпа ҫӳремелле пулать.
Тата тепӗр пӑтӑрмах тӗп хулари "Рябинка" микрорайонта пулнӑ. Унта та "ватрушка" текен ярӑнмалли хатӗр тӑхӑр ҫулти хӗрачана шар кӑтартнӑ. Ун ҫинчен ӳксе вӑл хырӑмӗпе сак ҫине тӑрӑннӑ. Сывлӑш ҫавӑрса илнӗ те - килне кайнӑ. Унта вара васкавлӑ пулӑшу чӗнтерме тивнӗ. Халӗ хӗр пӗрчи реанимацире выртать. Шалти органӗсем сиенленнӗ унӑн, операци икӗ сехет ҫурӑ пынӑ.
Кунсерен сиплев учрежденинче тухтӑрсем ватрушкӑпа ярӑнса суранланнӑ 5-6 ачана йышӑнаҫҫӗ. Кашни иккӗмӗшне больницӑна хума тивет.
Инкек куҫа курӑнса килмест, теҫҫӗ. Ҫапах хӑрушсӑрлӑх йӗркисене пӑхӑнни унран асӑрханма пулӑшатех. Ватрушка юр тӑрӑх лайӑх шӑвать, тӑвайккинчен аннӑ чухне хӑвӑртлӑхӗ те пысӑк. Ҫавӑнпа ӑна тытса чарма йывӑр. Нумай чухне ачасем йывӑҫ-тӗм, тимӗр-бетон карта ҫине пырса çапăнаҫҫӗ. - Суранӗсем пӗринчен тепри йывӑр. Пӗҫӗ, ҫурӑм шӑммине хуҫаҫҫӗ, - тет Республикӑри ача-пӑча клиника больницинчи травматологи уйрӑмӗн ертӳҫи Игорь Ластухин. Халӗ пӗчӗк пациентсене реабилитаци тапхӑрӗ кӗтет. Йӗлтӗр-ҫунашка пирки вӗсен вӑхӑтлӑха манма тивет.
Екатерина Фомина, Татьяна Иванова, Екатерина Янгалакова