Пурнӑҫшӑн хӑрушӑ самантсенче хамӑра мӗнле тытмалла, мӗн тумалла тата камран пулӑшу ыйтмалла? Кун пирки Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствинче ӗҫлекенсем шкул ачисене уҫӑ урок вӑхӑтӗнче каласа кӑтартаҫҫӗ. Ҫак кунсенче ӑна республикӑри мӗн пур вӗренӳ учрежденинче ирттереҫҫӗ. Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче пӗлӳ илекен ҫамрӑксем хӳтӗлев сооруженийӗсенче пулса курчӗҫ.
Екатерина Фомина, Лидия Галактионова, Вадим Владимиров