Шывӑн турачӗ ҫуккине манма юрамасть! 

Шыв ҫинче пулнӑ инкек шучӗ ӳссех пырать. Иртнӗ вырсарни кун Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи Атнарти 44 ҫулти арҫын пӗвере путса вилнӗ.

Шупашкар округӗнчи Ҫутпылӑх ялӗнче пурӑнакан та шыва кӗме кайнӑ та - текех килне таврӑнман. Ҫу кунӗсем пуҫланнӑранпа  5 ача пурнӑҫӗ татӑлнӑ. 

Инкекрен сыхланас тесен мӗн тумалла? Путакан ҫынна пӗрремӗш пулӑшу мӗнле памалла? Ҫак ыйтусемпе Республикӑри катастрофа медицини тата васкавлӑ пулӑшу центрӗнче ҫавра сӗтел иртрӗ. 

Кӑҫалхи ҫул инкеке лексе пурнӑҫран уйрӑлнӑ ачасен 25 проценчӗ шывра путса вилнӗ. Тӗп сӑлтавӗ - юраман, пӗлмен вырӑнта шыва кӗни, ашшӗ-амӑшӗ асӑрхаса ҫитерейменни. Ачасене пӗве-кӳлӗ хӗррине пӗччен яма юрамасть. 

Республикӑри катастрофа медицини тата васкавлӑ пулӑшу центрӗнче ӗҫлекенсем инкеке лекнӗ ҫынна пӗрремӗш пулӑшу мӗнле памаллине вӗрентрӗҫ. Инкек ан пултӑр тесен хӑрушсӑрлӑх йӗркисене ҫирӗп пӑхӑнмалла. Ашшӗ-амӑшӗн ывӑл-хӗрне ишме вӗрентмелле, шывра хӑйсене мӗнле тытмаллине ӑнлантармалла. 

- Кашнин хӑйне упрама тӑрӑшмалла, асӑрхануллӑ пулмалла, - теҫҫӗ тухтӑрсемпе ҫӑлавҫӑсем. 

Ксения Потапова, Игорь Ульянов.