Шупашкарти "Соляное" микрорайонта фургон тулли пылак шыв тупнӑ

Ун патне ачасем сукмак такӑрлатма ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ. Ҫакӑ уйрӑмах ашшӗ-амӑшне пӑшӑрхантарать. Мӗншӗн тесен шӗвекӗн ӗҫмелли вӑхӑчӗ 5-7 ҫул каяллах тухнӑ. 

Соляное урамри виҫҫӗмӗш ҫурт ҫумӗнчи фургон пирки йӗрке хуралҫисене телефонпа пӗлтернӗ. Полици ӗҫченӗсем пӗр тӑхтамасӑрах унта ҫул тытнӑ. Анчах та пушӑ савӑтсене ҫеҫ асӑрханӑ. Сапаланса выртакансене пӗр вырӑна пуҫтарнӑ. Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ ҫитнӗ ҫӗре йӗрке хуралҫисем фургона питӗрсе хунӑ. Ҫапах та йӗри-тавра хупӑсене, пушӑ кӗленчесене асӑрхарӑмӑр. Ҫак пылак шыва, тӗслӗхрен, 16-мӗш ҫулта туса кӑларнӑ. Хӑшӗ-пӗрин ҫичӗ ҫул каяллах срокӗ тухнӑ. Полицисем машин хуҫине тупнӑ. Уншӑн пӗр организаци яваплӑ. Анчах та вӑл темиҫе ҫул каялла панкрута тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗ ачасен сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханать. Халиччен аптӑракансен пулман пулин те, пылак шыва экспертизӑна янӑ. 

Вероника Павлова, Виктор Степанов