Руль умне ӳсӗрле ларакан ҫӑмӑлттайсен шучӗ чакмасть

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра ҫакнашкал пин ытла тӗслӗх тупса палӑртнӑ е иртнӗ ҫулхипе танлаштарсан 15 процент нумайрах.

Ӳсӗр пуҫпа  руль умне ларакансене республикӑра изоляци йӗрки пулни те чармасть. Ҫу уявӗсенче эрех-сӑра ӗҫекен йышланнине палӑртаҫҫӗ полицире ӗҫлекенсем. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх инспекторӗсем  150 ытла ӳсӗре тытса чарнӑ. Пӗр кунра  ҫавнашкал 13-14 водитель ҫакланнӑ.   Йӗрке пӑснӑ тӗслӗх пӗлтӗрхипе танлаштарсан пӗр хут ҫурӑ ӳснӗ. Ытти ҫулта кун пекки Ҫӗнӗ ҫулхи кану кунӗсенче ҫеҫ пулнӑ, теҫҫӗ инспекторсем.  

Леонид Петров