Ӳсӗр пуҫпа руль умне ларакансене республикӑра изоляци йӗрки пулни те чармасть. Ҫу уявӗсенче эрех-сӑра ӗҫекен йышланнине палӑртаҫҫӗ полицире ӗҫлекенсем. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх инспекторӗсем 150 ытла ӳсӗре тытса чарнӑ. Пӗр кунра ҫавнашкал 13-14 водитель ҫакланнӑ. Йӗрке пӑснӑ тӗслӗх пӗлтӗрхипе танлаштарсан пӗр хут ҫурӑ ӳснӗ. Ытти ҫулта кун пекки Ҫӗнӗ ҫулхи кану кунӗсенче ҫеҫ пулнӑ, теҫҫӗ инспекторсем.
Леонид Петров