Пысӑк хӑвӑртлӑхпа пыни, тимлӗхе ҫухатни инкек патне илсе ҫитерет

Ҫитес вырсарни кун, чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, ҫул ҫинчи аварисенче вилнисене асӑнаҫҫӗ. Ҫак куна Пӗтӗм тӗнчери нацисен пӗрлешӗвӗ ҫирӗплетнӗ. 

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа  Чӑваш Енре 950 ытла авари пулнӑ. Вӗсенче 105 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, пин те 200-ӗн аманнӑ. Ҫул ҫинчи инкек шучӗ пӗлтӗрхипе танлаштарсан самай чакнӑ. Апла пулин те пурнӑҫран уйрӑлнисен йышӗ ӳссе пырать. 

Ирина Николаева, Виктор Степанов, Святослав Петров.