Кашни пӗве-юханшыв хӗрринче сыхӑ тӑраймӗҫ

Хӗл ларнӑ пулин те юханшывсем ҫинчи пӑр ҫирӗпленсе ҫитмен-ха. Ҫавна пулах пулӑҫсемпе ҫак кунсенче кӑна виҫӗ пӑтӑрмах пулнӑ. Инкексен шучӗ ан ӳстӗр тесе ҫӑлавҫӑсем тӑтӑшах профилактика рейчӗсем ирттереҫҫӗ. 

Пӑр ҫинчи ҫӑмӑлттайлӑх инкек патне илсе ҫитерме пултарать. Ҫакна нумай пулмасть сиксе тухнӑ тӗслӗхсем те ҫирӗплетеҫҫӗ. Раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Автопляж районӗнче 170 яхӑн пулӑҫ "тыткӑна" лекнӗччӗ. Ун чухне Шупашкар ГЭСӗ шыв кӑларса янипе пӑр ҫийӗнсе кайнӑ, ҫавӑнпа ҫынсем хӑйсем тӗллӗн ҫыран хӗррине тухайман. Гражданла хӳтӗлев тата чрезвычайлӑ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн ҫӑлавҫисем васкавлӑ килсе ҫитни кӑна пысӑк инкекрен хӑтарнӑ. Тата унччен маларах пулӑҫсемпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсем Йӗпреҫ, Вӑрнар, Ҫӗмӗрле районӗсенче пулнӑччӗ. Пӑр 10 сантиметр хулӑнӑш тарӑн шӑнмасӑр ун ҫине тухни пурнӑҫшӑн хӑрушӑ пулнине асӑрхаттараҫҫӗ ҫӑлавҫӑсем.

Леонид Петров, Димитрий Макаров