Кашмаш шкулӗнче паян лару-тӑру ҫапла: асфальт ҫулӑн пӗр пайӗ арканнӑ, тимӗр карта йӑтӑнса аннӑ. Ҫӗр каяш шывӗсене тасатакан станци ҫумӗпе ишӗлнӗ. Ку пӑтӑрмах пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче пулнӑ. Унтанпа ҫырма сарӑлман пулин те, никам та ҫирӗппӗн калаймасть: ҫӗнӗ инкек кӗтмелле-и е ҫук? Ачасем ҫуркуннехи каникултан таврӑннӑ та ӗнтӗ. Шкул ҫурчӗ йӑтӑнас хӑрушлӑх пуррипе ҫукки ашшӗ-амӑшне те кӑсӑклантарать.
Хуҫалӑх ҫурчӗсем шкула ӑшӑпа тата ҫутӑпа тивӗҫтереҫҫӗ. Телее, вӗсем арканман. Ку объектсем ҫирӗп юпасемпе плитасем ҫинче лараҫҫӗ. Ҫырма-ҫатраллӑ вырӑна тӳрлетме подрядчик 13 миллион тенке яхӑн тӑккаланӑ, пӗлтерчӗҫ вырӑнти влаҫсем. Ҫакна та каласа хӑвармалла: ҫӗр тапраннине шкулта ӗҫлекенсем пӗлтӗрех асӑрханӑ. Вӗсене тимӗр карта тайӑлни шиклентернӗ. Ҫакӑн пирки подрядчике пӗлтернӗ. Лешӗ вара тӑхтама йышӑннӑ. Халӗ ҫырмана ҫирӗплетмеллех пулать. Лару-тӑрупа прокуратура та кӑсӑкланнӑ - саккун хуралҫисем строительство компанин тата объекта йышӑнакансен ӗҫне тӗрӗслӗҫ. Хальлӗхе ҫӗр ишӗлнине ҫурхи шыв-шурпа ҫыхӑнтараҫҫӗ вырӑнти влаҫсем. Чӑннине вара экспертиза ҫеҫ уҫӑмлатӗ.
Сӑмах май, Кашмаш шкулне икӗ ҫул каялла туса пӗтернӗ. Гаранти вӑхӑчӗ тухман-ха.
Вероника Павлова, Виктор Степанов