Хӑй шӑпи пирки шутламасӑр ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлнӑ

Иртнӗ эрне вӗҫӗнчи асар-писер ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти йӗрке хуралҫи инкеке лекнисене патруль катерӗпе хӑрушлӑхран хӑтарнӑ. 30-а яхӑн хӗрарӑмпа ачана Атӑлӑн сулахай ҫыранӗнчен илсе каҫнӑ. 

Сасартӑк ҫӗкленнӗ вӑйлӑ ҫил пӗр самантра Атӑлӑн сулахай ҫыранне ҫавӑрса илнӗ. Унта шӑпах канакансен ушкӑнӗ пулнӑ. Ҫанталӑк кӗтмен ҫӗртен ашкӑнма пуҫланине курса тӑнисем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫынсем тӳрех палаткӑсене кӗрсе пытаннӑ, ҫывӑхрах йывӑҫ ӳкнӗ. Ҫавраҫил хӑвачӗ пӗр хӗре сывлӑша ҫӗклемелӗхех вӑйлӑ пулнӑ. Вӗҫекен йӗкелсенчен, туратсенчен ниепле те хӳтлӗх тупма май килмен. Ҫав вӑхӑтра инкеке лекнисем полицин патруль катерне асӑрханӑ. Штурвал умӗнче Раҫҫей Шалти ӗҫсен министерствин Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑмӗн патрульпе пост службинчи взвод командирӗ Сергей Ежов пулнӑ.

Атӑл таврашӗнчи асар-писере куракансене полици капитанӗ хӑйне лӑпкӑ тытни тӗлӗнтернӗ. Йӗрке хуралҫи вӗсене ҫыран ҫывӑхӗнче тӑма хушнӑ. Кашнинех ҫӑлав тумӗ тӑхӑнтартса кимме лартнӑ. Пурне те лӑпкӑ вырӑна куҫарнӑ хыҫҫӑн Атӑл тӑрӑх тепре ҫаврӑнса килнӗ. 30 ҫул ытла йӗрке хуралӗнче тӑракан Сергей Ежов чунӗ сиснӗ пекех час-часах пулӑшу ыйтакансен ҫывӑхне пырса тухать. Юлашки 2 ҫулта вӑл Атӑлта путакан 3 ҫынна ҫӑлнӑ. 

Шел пулин те юханшыври синкере пула темиҫе ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Амоксар утравӗнчен таврӑннӑ вӑхӑтра кимме тытса пынӑ 34 ҫулти арҫын кӗлеткине ӗнер тин асӑрханӑ ҫӑлавҫӑсем. Аса илтеретӗп, тӑвӑл вӑхӑтӗнче Атӑл урлӑ каҫнӑ хушӑра шыв транспорчӗ чӑхӑмлама, унтан путма пуҫланӑ. 10 пассажиртан 7-шӗ ҫырана ишсе тухма пултарнӑ. Ҫӑлав тумӗсӗр 6 уйӑхри пепкепе 8 ҫулти арҫын ача путса вилнӗ. Инкеке лекнисене сывлӑшран та шыранӑ, ӗҫе 8 ҫӑлавҫа тата 4 тӗрлӗ техника явӑҫтарнӑ. Кимме тытса пыракан кӗлеткине тупнӑ хыҫҫӑн шыравпа ҫӑлав тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Чӑваш Енри следовательсем вара ку пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.


Алиса Александрова, Екатерина Храмкина