Хальхи вӑхӑтра инкек сӑлтавӗсене тӗпчеҫҫӗ, судпа-медицина экспертизи тӑваҫҫӗ. Следовательсем палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын ача юлташӗсемпе пӗрле каннӑ. Вӗсем ирӗк паман вырӑнта шыва кӗнӗ. Республикипе илсен, ҫу кунӗсем пуҫланнӑранпа 4 ҫын путса вилнӗ, вӗсенчен пӗри - ача. Ку пӗлтӗрхипе танлаштарсан нумайрах. Сӑлтавӗ - юраман вырӑнта шыва кӗни. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Енре 130 ытла пляж хатӗрленӗ. Шупашкарта кӑна шыва кӗмелли ятарлӑ 4 вырӑн пур. Ку енӗпе ҫавӑн пекех Йӗпреҫ, Канаш тата Муркаш районӗсенче тимлӗ ӗҫлеҫҫӗ.
Надежда Александрова, Дмитрий Макаров