Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 70 ытла пушар пулнӑ

Вӗсенче 7 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан нумайрах. Инкексен сӑлтавӗсем мӗнпе ҫыхӑннӑ тата пушарсем ан пулччӑр тесен мӗнле ансат йӗркесене пӑхӑнмалла? Кун пирки Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Тӗп управленийӗнче иртнӗ пресс-конференцире каласа кӑтартрӗҫ. 

Пӗлтӗр пулнӑ пушарсен шучӗ, 2021-мӗш ҫултипе танлаштарсан, 5 процент чакнине палӑртрӗҫ пресс-конференцире. Ҫулӑмра 71 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ ӳсӗр пулнӑ. Кӑҫал кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарти Шевченко урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра иккӗмӗш хутри хваттерте хӗрлӗ автан алхаснӑ. Республикӑри пушар хуралӗн тӗп патшалӑх инспекторӗ Алексей Большов каланӑ тӑрӑх, кил хуҫисем ҫӑлавҫӑсене инкек пирки тӳрех шӑнкӑравласа пӗлтермен. Пӗри алӑкран, тепри - чӳречерен тухса тарнӑ. Ҫулӑм вара тата ытларах алхасма тытӑннӑ. 

Кивелнӗ электропралуксене вӑхӑтра улӑштарма, электрохатӗрсемпе асӑрханса усӑ курма сӗнеҫҫӗ ҫӑлавҫӑсем. Вӗсем юсавсӑр пулсан пушар кӑларма пултараҫҫӗ. 

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 9 автотранспорт ҫулӑма пула шар курнӑ. Кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче тӗп хулари 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнче тӳрех темиҫе машин ҫуннӑ. Тепӗр кунне Калинин урамӗнчи ҫул ҫинче автомобиле вут хыпса илнӗ.

Ҫак уйӑхӑн 17-мӗшӗнче Иван Яковлев проспектӗнче 101-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫунса кайнӑ. Инкек сӑлтавне халь тӗпчеҫҫӗ. Пӗлтӗр халӑха турттаракан ҫакӑн пек виҫӗ автобусра ҫулӑм тухнӑ. Кун пек тӗслӗхсем тек ан пулччӑр тесе пушар хуралӗнче тӑракансем ку техникӑна кӑларакан завода ҫак пӑтӑрмахсем пирки пӗлтернӗ. 

Алена Артемкина, Виктор Степанов