Йӑлӑмри лесничествӑра, сӑмахран, хӗрӳ тапхӑра чылай маларах хатӗрленме пуҫланӑ.
Вӑрман хуралӗн инспекторӗсемпе лесничествӑсенче ӗҫлекенсем халӑхпа тӗл пулса вут-ҫулӑм алхасас хӑрушлӑх уйрӑмах пысӑк чухнехи йӗркепе паллаштараҫҫӗ. Хуҫалӑхсенче кирлӗ хатӗрсем пуррине, юсавлине тепӗр хут пӑхса тухаҫҫӗ, пушара хирӗҫ кӗрешекен ушкӑнсене йӗркелеҫҫӗ.
Алиса Александрова, Виктор Степанов