Чӑваш Енре инҫетрен укҫа вӑрланӑ тӗслӗх нумайланнӑ

Иртнӗ ҫул республикӑра пурӑнакансем ултавҫӑсене 171 миллион тенкӗ куҫарса панӑ пулсан, кӑҫал ку кӑтарту икӗ хут пысӑкрах пулма пултарать.

Шупашкарта пурӑнакан Карина Петрова нумай пулмасть, отпускран таврӑннӑ. Ҫулҫӳревпе аякри хулана кайнӑ чух вӑл пӗр хушӑмпа усӑ курас тенӗ. Анчах та ултавҫӑсен серепине ҫакланнӑ. Ҫакӑн евӗр интернет урлӑ мӗн те пулин туяннӑ чух халӗ хуть те кам улталанма пултарать. Шульӑксем ҫӗнӗ майсемпе усӑ курса ватӑсене кӑна мар, ҫамрӑксене те ҫӑмӑллӑнах шӑнман пӑр ҫине лартса хӑвараҫҫӗ. Уйрӑмах телефон урлӑ тӑвакан усал ӗҫсен шучӗ ӳссе пырать. 

 

Алексей Енейкин, Виолета Александрова