Ҫӗнӗ Шупашкарта Атӑл ҫинчи пулӑҫсене инкекрен хӑтарнӑ

Ҫӑлавҫӑсен шыв-шур таврашӗнче хӗлӗн-ҫӑвӗн сыхӑ тӑмалла. Хӗллехи тапхӑрта пӑр ҫине асӑрханмасӑр тухакан пулӑҫсене час-часах пулӑшу пама тивет. Хальхинче Ҫӗнӗ Шупашкар тӗлӗнче Атӑл юханшывӗнче пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Пӑр катрамӗ катӑлса пулӑри 33 ҫынна шыв тӑрӑх юхтарса кайма пуҫланӑ. 

Ҫакӑн пирки ятарлӑ службӑна раштавӑн 2-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре хыпар килнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫӑлав станцийӗн специалисчӗсем аэроботпа вырӑна туххӑмрах ҫитнӗ. Шупашкар тата Сӗнтӗрвӑрри ҫӑлавҫисем те нумай кӗттермен. Ҫапла ҫирӗпленсе ҫитмен пӑр ҫинче тухма пултарнӑ инкеке сирсе яма май килнӗ. 

Нумай пулмасть Атӑл леш енче те пӑтӑрмах тухнӑ. Телее, шыв айне кайма пуҫланӑ ҫынна асӑрханисем пулнӑ, ҫӑлса хӑварнӑ. Ҫанталӑк сивӗтсе пырать пулин те, пӑр хулӑнӑшӗ хальлӗхе шанчӑклӑ мар. Ҫавӑнпа та ҫӑлавҫӑсем тимлӗ пулма ыйтаҫҫӗ. 

Алиса Александрова, Святослав Петров