Ҫӑлавҫӑсем канупа сывлӑха ҫирӗплетмелли объектра вӗренӳ ирттерчӗҫ

Йӑлӑмри "Чӑваш Ен" санаторире пушар тухнӑ. Вут-ҫулӑм 2-мӗш хутра вырнаҫнӑ уявсем ирттермелли пӳлӗме ярса илнӗ. Телее, ку ҫӑлавҫӑсен вӗренӗвӗ ҫеҫ пулнӑ. 

Вӗренӳ тӑрӑх, пушар уяв пынӑ вӑхӑтра тухнӑ. Вут-ҫулӑм хӑвӑрт сарӑлнипе коридорсем тӗтӗм-сӗрӗмпе тулнӑ. Ҫавна май 7 ҫын урама тухса ӗлкӗреймен. Тепӗр 200-шӗ хӑйсем тӗллӗн ҫӑлӑннӑ. Вырӑна чи малтан Йӑлӑмри пушар машини ҫитрӗ. Ун хыҫҫӑн Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар чаҫӗсенчи ҫӑлавҫӑсем килсе ӗлкӗрчӗҫ. Вӗсен умӗнчи тӗллев - хӑвӑрт сарӑлакан вут-ҫулӑм тыткӑнӗнчен ҫынсене хӑтарсси тата пушара сӳнтересси. 

Ҫӳлти хутра тӑрса юлнӑ ҫынсене антарма ҫӑлавҫӑсем автопусмапа усӑ курчӗҫ. Ҫапла 2 ҫынна пулӑшрӗҫ. Тӗпӗр пиллӗкӗшне вара ҫӑлав хатӗрӗсем - сывлаттаракан маскӑсем тӑхӑнтартса урама илсе тухрӗҫ. Пурӗ вут-ҫулӑма сӳнтерме 44 ҫӑлавҫӑ тата 16 техника хутшӑнчӗҫ. "Чӑваш Ен" санатори йышши объектсенче хӑрушсӑрлӑх йӗркисене питӗ ҫирӗп пӑхӑнмалла. 

Ку кӑткӑс лару-тӑру чӑн пулмарӗ пулин те, ҫӑлавҫӑсем тӑрӑшса ӗҫлерӗҫ. Мӗншӗн тесен вут-ҫулӑма хирӗҫ кӗрешекенсен темле пӑтӑрмаха та хатӗр пулмалла. Шӑрӑх ҫу кунӗсем тӑнӑ май инкек тухас хӑрушлӑх тата пысӑк. Ҫавна май пушарнӑйсен уйрӑмах сыхӑ пулма тивет. Черетлӗ вӗренӳ тӗллевӗсене вара туллин пурнӑҫланине ҫирӗплетрӗҫ.

Оксана Верликова, Елена Буинцева, Вадим Владимиров