Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх ҫуртӑн 22-мӗш хутӗнче пушар тухнӑ, инкекре - 3 ҫын. Ҫӳлерехри хваттерсенче юлнисем те хӑрушлӑхра. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна туххӑмрах ҫитрӗҫ.
Вут-ҫулӑм тухнин сӑлтавӗ токпа ҫыхӑннӑ чухне ҫӑлавҫӑсен малтанах ятарлӑ службӑпа ҫыхӑнса электричество чартармалла. Унтан тин пушара тӗп тӑвассипе ӗҫлемелле. Тепӗр тытӑм специалисчӗсем ҫав хушӑрах ытти вырӑнта тӗтӗм сарӑлма пултарнине, эвакуаци меслечӗсене тӗрӗслерӗҫ. Ҫӑлавҫӑсемшӗн кашни самант шутра. Ҫавӑнпа вӗсен ҫулӗ ҫинче нимӗнле чӑрмав та пулмалла маррине ҫуртра пурӑнакансен те асра тытмалла. Ҫӳллӗ ҫуртсене вут-ҫулӑм тыткӑнӗнчен ҫӑлма тата та кӑткӑсрах. Апла пулни те пушар хуралӗнче тӑракансен кирек хӑҫан та хатӗр пулмалла.
Ҫӑлавҫӑсемшӗн хӑйсен ӑсталӑхне вӗренӳсем ирттерсе ҫирӗплетсе тӑни пӗлтерӗшлӗ. Ӗҫре ҫак хӑнӑху сайрарах кирлӗ пулсан тата аванрах. Ҫавӑнпа асӑрхаттарса калаҫҫӗ: тӗтӗм шӑрши сарӑлсан, е электропралук таврашӗ юсавсӑррине асӑрхасан тӳрех специалистсене чӗнмелле.
Алиса Александрова, Святослав Петров








