Атӑл ҫинче пӑрлӑ шыва анса кайнӑ пулӑҫа ҫӑлнӑ

Килне таврӑнмасан та пултарнӑ. Шупашкарта Атӑл ҫинче пӗр пулӑҫ пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Телее, ҫӑлавҫӑсем вӑхӑтра ҫитнӗ.

Ӗҫ-пуҫ раштавӑн 6-мӗшӗнче ирпе вунӑ сехет тӗлнелле насус станцийӗ ҫывӑхӗнче пулса иртнӗ. Арҫын ҫырантан пӗр виҫҫӗр метрта вакка кӗрсе ӳкнӗ. Ҫакна асӑрханӑ ҫынсем ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ.

Ҫак кунах Ҫӗнӗ Шупашкарта икӗ пулӑҫ пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Пӑр катӑлса кайнипе чутах шар курман вӗсем. 

Екатерина Фомина, Светлана Позднякова, Екатерина Янгалакова