Ӑсталӑха туптама май паракан вӗренӳ 

Шупашкарти "Каскад" суту-илӳпе кану центрӗнче пушар тухнӑ. Ҫулӑм кунти тӑваттӑмӗш хутра вырнаҫнӑ кинотеатрӑн залӗнче алхасма пуҫланӑ, хӑвӑрт сарӑлса пынӑ. Телее, ку вӑл вӗренӳ пулчӗ. 

Ӑсталӑха туптама май паракан вӗренӳ 

"Хӗрлӗ автана" лӑплантарма 30 ытла ҫын, 10 техника хутшӑнчӗ. Чӑн пурнӑҫра темӗн те сиксе тухма пултарать, ҫавӑнпа та сценарине юри кӑткӑслатнӑ. Ҫунакан ҫуртра 15 ҫын юлнӑ. Пушар хуралӗнче тӑракансен вӗсене шыраса тупма ҫӑмӑлах пулмарӗ. Ҫӑра тӗтӗм сырса илнӗ пӳлӗмре пулнине евӗрлеме ҫӑлавҫӑсен маскине ятарласа ҫутӑ яман материалпа хупланӑ. Ҫапах ку вӗсене хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫлама чармарӗ - пурне те ҫӑлса хӑварчӗҫ. Шар курнисен сывлӑхне ҫавӑнтах тухтӑрсем тӗрӗслерӗҫ. Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри Управленийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакнашкал вӗренӗве вӗсем тӑтӑшах ирттереҫҫӗ. 

Екатерина Фомина, Михаил Нагоркин, Вадим Владимиров