Ямӑт пурлӑха хапсӑнса пуйма хӑтланаҫҫӗ

Республикăри хăшпĕр районти влаҫ тытӑмне кукăр алăллă çынсем лекнĕ. Халăха усăллă ĕçсемпе палăрас вырăнне вĕсем ямăт пурлăха хапсăнма тытăннă.

Муниципалитет пуҫлӑхӗсем хӑйсен тӑванӗсене пысӑк шалуллӑ ӗҫе вырнаҫтарма вӑтанса тăмаҫҫӗ. Ҫапла майпа, сӑмахран, Ҫӗмӗрле районӗнчи ял тӑрӑхӗнче саккуна пӑснӑ. Влаҫра ларакансем муниципаллӑ ҫӗре ҫынсене харпӑрлӑха парса та пуйма хӑтланаҫҫӗ. Ҫак сӑлтавпа Шупашкар районӗнчи Ишекри ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑскер тӗлӗшпе тӳрех 4 уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Патшалӑх контракчӗсене пурнӑҫа кӗртнӗ чухне те тупӑш тӑваҫҫӗ. Калӑпӑр, документсемпе килӗшӳллӗн объектра пӗр тӗрлӗ лампа пулмалла, тĕрĕссипе вара йӳнӗреххине лартнă. 

 


Н.Александрова, Е.Зиновьева, В.Владимиров