Малтанах вӑл Ишлейри пысӑк вольтлӑ хатӗрсем кӑларакан завода ҫитсе курчӗ. Предприятин цехӗсене пӑхса ҫаврӑнчӗ, ӗҫлекенсемпе калаҫрӗ. Ку пӗрлешӳ 60 ҫул каяллах йӗркеленнӗ. Паян вӑл пысӑк вольтлӑ аппаратура кӑларакан ҫӗршыври чи пысӑк заводсенчен пӗри шутланать. Продукцие ытларах республика тулашне ӑсатаҫҫӗ. Предприятире таврари ялсенче пурӑнакансем вӑй хураҫҫӗ, ҫамрӑк специалистсем те хаваспах вырнаҫаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Олег Николаев районти ытти социаллӑ объектсене тимлӗх уйӑрчӗ, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе тӗл пулчӗ. Уйрӑмах хӑтлӑх кӗртес ыйтупа ҫыхӑннӑ проектсемпе кӑсӑкланчӗ.
Екатерина Дмитриева, Алиса Александрова, Виктор Степанов