Вуншар килӗшӳ тата ӗҫлӗ тӗл пулу

Питӗрти 29-мӗш экономика форумӗ Чӑваш Еншӗн тухӑҫлӑ иртнӗ. Республика, уйрӑммӑн илсен, виҫӗ регионпа, ҫӗршыври тӗрлӗ пысӑк компанисемпе килӗштерсе ӗҫлеме калаҫса татӑлнӑ. Анлӑ ӗҫ-пуҫа пӗтӗмпе тӗнчери 100 ытла ҫӗршывран 20 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ. 

Форум кӑҫал "Пӗр-пӗринпе калаҫни - тӑнӑҫлӑ пуласлӑх патне ҫул" девизпа иртнӗ. Ун программинче - 150 ытла сесси, лару, инвесторсемпе тата партнерсемпе тӗл пулни. Чӑваш Ен форумра регионсен интерактивлӑ ҫӗнетнӗ карттипе паллаштарчӗ. Ӑна республикара кун ҫути курнӑ Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин никӗсӗ ҫинче калӑпланӑ. Вӑл пур 89 региона пӗрлештерсе, ҫӗршывӑн нумай нациллӗ культурипе ытларах ҫынна паллашма май парать. 

Тепӗр пӗлтерӗшлӗ пулӑм - Чӑваш Республики Император фарфор завочӗпе килӗшӳ алӑ пусни. Тӗрленӗ Раҫҫей карттинчи эрешсене усӑ курса пӗрлешӳ ятарлӑ савӑт-сапа туса кӑларӗ. Вӗсенчен пӗр пайӗ Чӑваш наци музейӗн фондне пуянлатӗ. 

Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вара республика ҫыннисемпе хӑнисем "Ҫӗршыври халӑхсем" куравпа паллашма пултарӗҫ. Шупашкара тӗрлӗ наци ҫыннисен 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи тум-тирне сӑнланӑ 40 фарфор скульптурине илсе килӗҫ. 

Яланхи пекех Питӗрти экономика форумӗ регионсем хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗплетмелли лапам пулса тӑчӗ. Республика Пуҫлӑхӗ Челябинск, Тамбов облаҫӗсемпе килӗштерсе ӗҫлесси пирки калакан документа алӑ пусрӗ. Икӗ регионпа та ҫыхӑнусем ҫирӗпленсе пыраҫҫӗ. Челябинск облаҫӗпе Чӑваш Ен промышленность проекчӗсене аталантарать. Тамбов облаҫӗпе аграрисем тата ытти предприятисем тачӑ ҫыхӑну тытаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех форумра Калининград облаҫӗпе ҫыхӑнусем йӗркелемелли майсене сӳтсе яврӗҫ. 

Туризма аталантарассине форумра регионти экономика министерствипе Яндекс компани килӗштерсе ӗҫлесси пирки калакан килӗшӗве ала пусни витӗм кӳрессе шанаҫҫӗ. Икӗ ен тӗрлӗ ҫӳрев маршручӗпе ытларах халӑха паллаштарнисӗр пуҫне хӑна ҫӳрчӗсен представителӗсем валли вӗренӳ семинарӗсем те йӗркелеме палӑртнӑ. 

Оксана Верликова, Николай Скворцов