Вӑрнар районӗнчи Нурӑс шкулӗнче паян вӗренекенсене тӗпрен ҫӗнелнӗ ҫуртра кӗтсе илӗҫ

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланчӗ пулин те хӑш-пӗр сатик-шкулта юсав вӗҫленмен-ха. Ашшӗ-амӑшӗ ҫакна ӑнланса йышӑнать. Раҫҫей сенаторӗ, "Единая Россия" партин регионти уйрӑмӗн ертӳҫи Николай Владимиров Йӗпреҫпе Вӑрнар тӑрӑхӗнчи пӗлӳ ҫурчӗсенче пулса курчӗ.

Йӗпреҫри "Солнышко" ача сачӗ 50 процент юхӑннисен йышӗнче пулнӑ. 2020-мӗш ҫулта ҫурт тӑррине, чӳречесене улӑштарнӑ. Халӗ анлӑ юсавӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ пырать. Строительсем ӗҫе ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тытӑннӑ: урайран пуҫласа мачча таранах ҫӗнетеҫҫӗ, темелле. Паянхи куна стенасене сӑрланӑ, ӑшӑпа электричество тытӑмӗсене улӑштарнӑ, алӑксем лартнӑ, ҫӗнӗ сӗтел-пукан кӳрсе килнӗ. Хальлӗхе объект 65 процент хатӗр.

Вӑрнар районӗнчи Нурӑс шкулне те халь паллама та ҫук, теҫҫӗ кунта ӗҫлекенсем. Ҫурта тулашӗнчен илемлетнӗ, шалтан та хӑтлӑх кӳнӗ. Юсав валли федераципе республика хыснисенчен 63 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Килӗшӳ тӑрӑх, ӗҫе ҫитес ҫул вӗҫлемелле пулнӑ, апла пулин те строительсем тӑрӑшнипе, шкул алӑкӗ паянах уҫӑлӗ. 

Диана Иванова, Святослав Петров