Тӗп вырӑнта вӗренӳ ыйтӑвӗсем

Етӗрне тӑрӑхӗнчи Пӗрҫырланти шкул ыйтӑвне ҫак кунсенче Патшалӑх Думин депутачӗпе Алла Салаевапа хускатрӗҫ. Вӑл ҫавӑн пекех районти чӑваш хресченӗн музейне ҫитсе курчӗ. 

Тури Ачакри чӑваш хресченӗн музейӗ пӗр гектар йышӑнать. Культура объектне икӗ ҫын пӑхса, тирпейлесе тӑрать. Кунта ҫутӑ та, газ та ҫук. Ҫурт-хуралтӑна пӗрмай тимлӗх уйӑрмалла, унсӑрӑн юхӑнма пуҫлать. Ӗҫ нумай, ҫавӑнпа тата тепӗр ҫынна штата илсен лайӑх пулӗччӗ, тет музей ертӳҫи. Ҫавӑн пекех Алла Салаева патне пӗрҫырлансем ыйтупа ҫитнӗ. Ялти 9 класлӑ шкул кивелнӗ. Паянхи кун унта 70 ача ӑс пухать. Ялта ҫамрӑк ҫемьесемпе фермер хуҫалӑхӗсем пур. Апла ял аталанать. Ҫавӑнпа кунта ҫӗнӗ шкул кирлех. Унтан Алла Салаева Етӗрнери агротехникумра ял хуҫалӑхӗ валли специалистсем хатӗрлес ыйтусемпе "ҫавра сӗтел" ирттерчӗ. 

Алена Артемкина, Игорь Ульянов