Тӗп тӗллев - Чӑваш Енре пурӑнакансен пурнӑҫ шайне ӳстересси

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫулсерен Патшалӑх Канашне яракан Ҫырупа паллаштарчӗ.

Регион ертӳҫи пулса Парламент умӗнче вӑл пӗрремӗш хут тухса калаҫрӗ. Оперӑпа балет театрне 400-е яхӑн хӑна - депутатсем, Правительствӑра ӗҫлекенсем, тӗрлӗ предприяти-организаци, пӗрлешӳсен ертӳҫисем пухӑнчӗҫ. Экономика, сывлӑх сыхлавӗ, вӗренӳ, ял хуҫалӑх, культура - ҫитес вӑхӑтра кашни тытӑмӑнах ӗҫ нумай пулӗ. 

Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырупа паллаштарма Олег Николаева пӗр сехет кирлӗ пулчӗ. Кашни хӑйӗн тивӗҫне яваплӑха туйса, пӗрле кар тӑрса ӗҫлесен кӑна курӑмлӑ ҫитӗнӳсем тума пултарӑпӑр, терӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ. 

 

Екатерина Фомина, Екатерина Данилова, Виктор Степанов, Михаил Солин, Вадим Владимиров