Ҫӗнӗлӗхсенчен пӗри - Шупашкар агломерацийӗнче ҫынсене куҫса лармасӑр пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна ҫитме майсем туса парасси. Ҫакӑ пассажирсен тӑкакӗсене сахаллатма пулӑшмалла. Кун пек майпа пысӑк хуласенче, вӑл шутра Мускавра та, тахҫанах усӑ кураҫҫӗ. Усламҫӑсене республика хыснинчен укҫа-тенке ҫынсен шутне мар, транспорт миҫе ҫухрӑм чупнине шута илсе уйӑрӗҫ. Ҫавӑн пекех автобуссене тасалӑхра тытнине, водитель маршрут йӗркине тата графике ҫирӗп пӑхӑннине шута илӗҫ. Троллейбуссемпе те ыйту ака уйӑхӗн 1-мӗшчен татӑлмалла. Иртнӗ ҫул республикӑна 68 техника ҫитермелле пулнӑ. Анчах та пандемине пула вуннӑшне кӑна илсе килнӗ. Ку ӗҫе халӗ йӗркелесе янӑ. Ҫитес уйӑхра мӗн пур транспорт линие тухмалла. Кун пирки Олег Николаев социаллӑ тытӑмра ирттернӗ "тӳрӗ лини" вӑхӑтӗнче пӗлтерчӗ.
Леонид Петров, Виктор Степанов